Чӑваш Енре кӑҫал кӑрлач уйӑхӗнчен пуҫласа ҫу уйӑхӗччен республикӑра 4489 ача ҫуралнӑ. Вӗсенчен 2298-шӗ – арҫын ача, 2191-шӗ – хӗрача.
Чӑваш Енре ҫулталӑк пуҫланнӑранпа 100 йӗкӗреш ҫут тӗнчене килнӗ. Пӗлтӗрхи ҫак тапхӑрпа танлаштарсан, 8 мӑшӑр нумайрах.
Ытларах йӗкӗрешсем Шупашкарта ҫуралнӑ: 58 мӑшӑр. Ҫӗнӗ Шупашкарта 12 йӗкӗреш ҫуралнӑ. Канаш, Улатӑр хулисенче 6-шар йӗкӗреш, Муркаш тата Шупашкар районӗсенче 4-шар йӗкӗреш ҫут тӗнчене килнӗ. Патӑрьел, Вӑрмар, Шӑмӑршӑ, Етӗрне районӗсенче, Ҫӗмӗрлере 2-ше йӗкӗреш ҫуралнӑ.
Чӑваш Енри виҫӗ интернатра кӑшӑлвируспа ҫыхӑннӑ чарӑва пӑрахӑҫлӗҫ.
Унта пурӑнакансенчен тата ӗҫлекенсенчен 75 процентне ытла ковидран прививка тунӑ, ҫавна май чарӑва пӑрахӑҫлама йышӑннӑ. Кунта сӑмах Вӑрнар районӗнчи Нурӑсри, Йӗпреҫ поселокӗнчи тата Патӑрьел районӗнчи Трухати интернатсем пирки сӑмах пырать.
Вӗсенче 1026 сусӑр пурӑнать, 400-е яхӑн ҫын ӗҫлет. Вӗсен 14 кунлӑ изоляцие пӑхӑнма тиветчӗ. Асӑннӑ интернатсенче ӗҫлекенсене малашне эрнесерен ҫӗнӗ кӑшӑлвирусран тӗрӗслесе тӑрӗҫ. Ҫавӑн пек тӗрӗслеве организмра G иммуноглобулин пуличченех ирттерӗҫ.
Ӗнер тӳпере тепӗр ҫалтӑр сӳнчӗ. Валерий Раштав поэт пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Вӑл пурнӑҫӗн пысӑк пайне Кӳкеҫри ваттисемпе сусӑрсен ҫуртӗнче ирттернӗ.
Валерий Самойлов Патӑрьел районӗнче Кивӗ Катек ялӗнче 1975 ҫулхи раштав уйӑхӗн 5-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Патӑрьелти шкула пӗтерсен И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн чӑваш филологийӗпе культура факультетӗнче вӗреннӗ.
Унӑн сӑввисем чӑваш эстрадинче анлӑ сарӑлнӑ. Чылай юрӑҫ Валерий Раштавӑн сӑввисемпе хывнӑ юрӑсене шӑрантарать: Фарида, Алексей Наумов, Сергей Павлов, Елена Бриз, Алексей Московский…
Валерий Раштав сӑввисене «Шухӑша вӗҫтереймӗн ҫилпе», «Кушак ҫури», «Телей кайӑкӗ» ятлӑ кӗнекесенче пичетлесе кӑларнӑ.
Шупашкарти пӗтӗм тӗнчери кинофестиваль пуҫланиччен пӗр уйӑхран та катӑлчӗ. Вӑл ҫӗртме уйӑхӗн 21-25-мӗшӗсенче пулӗ. Вӑл районсемпе хуласенче те иртӗ.
Унта Раҫҫейре ӳкернӗ фильмсемпе пӗрлех Индире, Беларуҫра, Польшӑра, Францире, Чехинче тата Данире калӑпланисене кӑтартӗҫ.
Этника тата регионсенчи кино программине Чӑваш Енри, Чечняри, Калмӑк Республикинчи, Пушкӑртстанри, Бурят Республикинчи, Якут Республикинчи, Хакас Республикинчи, Тутарстанри, Байкал тӑрӑхӗнчи, Свердлов облаҫӗнчи тата Тыва Республикинчи 17 ӗҫ кӗнӗ.
Кинофестиваль программинчи фильмсене Шупашкарта ҫеҫ мар, Ҫӗнӗ Шупашкарта, Канашра, Ҫӗмӗрлере, Сӗнтӗрвӑрринче, Шупашкар, Патӑрьел, Вӑрмар, Пӑрачкав, Куславкка, Хӗрлӗ Чутай, Йӗпреҫ, Вӑрнар, Элӗк районӗсенче пурӑнакансене те тӳлевсӗр кӑтартӗҫ.
Чӑваш Ен Наци ҫутҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлама Эмир Бедертдинова шаннӑ.
Асӑннӑ ҫын Патӑрьел районӗнчи Тутар Тимеш ялӗнче ҫуралнӑ.
Эмир Бедертдинова министр тивӗҫне пурнӑҫлама шанни ҫинчен калакан 65-мӗш номерлӗ хушӑва республика Элтеперӗ Олег Николаев паян алӑ пуснӑ.
Эмир Бедертдинов Мари политехника институтӗнче вӗреннӗ. Унӑн ӑсчах степенӗ пур. Вӑл — техника наукисен кандидачӗ. 2016 ҫулччен Мари Элта тӗрлӗ должноҫре ӗҫленӗ. Ҫав ҫулхи чӳк уйӑхӗнчен пуҫласа 2019 ҫулхи ҫурла уйӑхӗччен Тутарстанри вӑрман хуҫалӑхӗн министрӗн пӗрремӗш ҫумӗ пулнӑ. Кайран Мари Элта Вӑрманпа усӑ куракансен союзӗн директорӗнче ӗҫленӗ.
Ҫутҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министрӗ пулнӑ Александр Воробьев должноҫре ҫулталӑк ытларах ҫеҫ тӑрӑшнӑ. Ака уйӑхӗнче вӑл ӗҫрен кайма заявлени ҫырнӑ.
«Росельхозцентр» специалисчӗсем Чӑваш Енри уйсене тӗрӗсленӗ. Вӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, хирте вӗтӗ сиенлӗ пӑрҫӑ (выр. Хлебная блошка) ӗрченӗ.
Специалистсем палӑртнӑ тӑрӑх, ҫанталӑк вӗсемшӗн меллӗ тӑрсан малтан сӑтӑрҫӑсем кӗрхи культурӑсем ҫинче тупӑнаҫҫӗ, унтан – ҫурхисем ҫинче. Пӑрҫасем уйрӑмах хӗвеллӗ шӑрӑх ҫанталӑкра хӑрушлӑх кӑларса тӑратаҫҫӗ. Кун пек условисенче вӗсем хӑвӑрт ӗрчеҫҫӗ.
Ведомство палӑртнӑ тӑрӑх, кунашкал сӑтӑрҫӑсем уйрӑмах Патӑрьел, Елчӗк тата Пӑрачкав районӗсенче нумай. Хуҫалӑх ертӳҫисене лару-тӑрӑва сӑнаса тӑма сӗннӗ.
Вӑрмарта ӗнер тӑватӑ хваттерлӗ ҫурт ҫунса кайнӑ. Пушар каҫхи 10 сехетре пулнӑ. Халӗ вӑл мӗнрен тухнине уҫӑмлатаҫҫӗ.
Ҫурт Совет урамӗнче пулнӑ. Поселокри ҫынсем шутланӑ тӑрӑх, пушар электропралукран тухма пултарнӑ. Тепӗр верси – чӗртсе яни.
Улатӑр районӗнчи Алтышево ялӗнче вара харпӑр ҫурт ҫунса кӗлленнӗ. Патӑрьел районӗнчи Каншел ялӗнче карта ҫуннӑ. Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ӑна чӗртсе яма пултарнӑ.
Патӑрьел районӗнче пурӑнакан Михаил Тимофеевич Наташкин 100 ҫул тултарнӑ. Вӑл – Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗ.
Михаил Тимофеевича 1942 ҫулта фронта илсе кайнӑ. Вӑрҫӑра вӑл икӗ хутчен аманнӑ. Иккӗшӗнче те салтак вилмеллех аманнӑ тесе шухӑшланӑ, тӑван килне вилнӗ хутне янӑ. Ҫапла унӑн амӑшӗ усал хыпара икӗ хутчен илнӗ.
Воронежра амансан салтак госпитальте виҫӗ кун тӑна кӗмесӗр выртнӑ. Ҫумӗнче документсем пулман, ҫавӑнпа чаҫре вӑл вилнӗ тесе шутланӑ, амӑшӗ патне вилнӗ хутне янӑ.
1943 ҫулта Донецк облаҫӗнче вӑл иккӗмӗш хутчен аманнӑ. Ҫав кун ҫапӑҫура нумай салтак вилнӗ. Аманнисем те самай пулнӑ, ҫав йышра – Михаил та. Урине амантнӑскере икӗ салтак ҫӑлнӑ. Ҫапӑҫу хыҫҫӑн чӗррисене шыранӑ, Михаила тупайман. Ҫавӑн чухне те тӑван килне вилнӗ хутне янӑ.
Михаил Наташкин Ҫӗнтерӗве Украинӑра кӗтсе илнӗ. Киле 1945 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче таврӑннӑ.
Ака уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Патӑрьел районӗнчи Татмӑш ялӗнче клуб маччи йӑтӑнса аннӑ. Юрать, ҫав вӑхӑтра унта никам та пулман, ҫавӑнпа шар куракансем ҫук.
Клуб кивӗскер пулнӑ, ӑна 1958 ҫулта хута янӑ. Тепӗр 20 ҫултан юсанӑ. Халӗ ҫурт конструкцийӗ кивелнӗрен маччи чӑтайман, ишӗлсе аннӑ.
Ҫӗнӗ Ахпӳрт ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ ялти клуба хупма сӗннӗ. Вӑхӑтлӑха вӑл пуҫламӑш шкул-ача пахчи пулнӑ спортзала куҫӗ. Халӗ вырӑнти тӳре-шара ҫӗнӗ клуб тумалли проекта хатӗрлемешкӗн республика хыснинчен укҫа уйӑрасса кӗтет, вӗсем заявка тӑратасшӑн.
Чӑваш халӑх писательне Юхма Мишшине Чӑваш Республикин Элтеперӗ Олег Николаев хӑйӗн Тав ҫырӑвӗпе хавхалантарнӑ.
Ҫыравҫӑ ака уйӑхӗн 10-мӗшӗнче 85 ҫул тултарнӑ. Юхма Мишши Чӑваш Енӗн Патӑрьел районӗнчи Сӑкӑтра ҫуралса ӳснӗ. Вӑл — истори романӗсемпе повеҫсен, халап-калав, очерк, драматурги тата поэзи произведенийӗсен авторӗ. Унсӑр пуҫне чӑваш халӑхӗн историне, фольклорне, мифологине тӗпченӗ.
Аса илтерер: Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ ҫамрӑксен театрӗнче ака уйӑхӗн 19-мӗшӗнче иртнӗ тӗлпулура Чӑваш Республикин Элтеперӗ тӑван чӗлхене упрас ыйтӑва ҫӗкленӗ. Унта чӑваш наци культурине аталантарассишӗн тунӑ пысӑк ӗҫсемшӗн Юхма Мишшине хӑйӗн Тав ҫырӑвӗпе чысланӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.05.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.